Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫал пирӗн республикӑра ял хуҫалӑх культурисем 580 пин гектар йышӑнмалла. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ака-суха лаптӑкне кӑштах, процент ҫине куҫарса хакласан 1,1 процент, ӳстерме йышӑннӑ. Маларах асӑннӑ 580 пин гектартан 320-шӗ ҫуртрисем йышӑнӗҫ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пысӑк тупӑшлӑ культурӑсен лаптӑкне ӳстерес шухӑшлӑ. Хресчен тупӑшӗ ҫутҫанталӑк кӑмӑлӗнчен те килет те, типӗ те шӑрӑх ҫанталӑка парӑнман сортсене те туса илесшӗн. Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне илсен, белок енчен пуян тата тутлӑхлӑ апат хатӗрлессине те мала хурасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗп хулара ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫлӗ. Унта шӑматкунсерен ҫитме пулать. Пӗрремӗш ярмӑрккӑ ыран, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи продукцие илсе килӗҫ. Сутӑҫсене суту-илӳ вырӑнӗсене тӳлевсӗрех парӗҫ. Ярмӑрккӑна ҫӗрпӳсем пахча ҫимӗҫ, ҫӑкӑр, кӑлпасси таврашӗ, аш-какай илсе килӗҫ. «Шупашкар» умӗнчи лапама кайран республикӑри тӗрлӗ районтан сутма килӗҫ. Кашни шӑматкун унта пӗр район суту-илӳ тӑвӗ. Хальлӗхе Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Комсомольски, Муркаш районӗсем продукци сутма кӑмӑл тунӑ. Ярмӑрккӑ ака уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2016» курав уҫӑлнӑ. Пухӑннисене саламлама республика шайӗнчи тӳре-шара, регион ертӳҫинчен пуҫласах, пырса ҫитнӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирки йӑлт пӗлекен специалистсем те хутшӑннӑ унта. Сӑмахран, Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ Сергей Жевора та хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗрулми лартса ҫитӗнтерекенсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. «Ӑслӑлӑхсӑр малалла ӑнтӑлма хӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Туянакансем тавар пахалӑхне кура ҫимӗҫе илеҫҫӗ. Пирӗн паянхи тӗллев — ҫулталӑкра 1–1,5 млн тонна ҫӗрулми пуҫтарса илесси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Кӑҫалхи курава Раҫҫейри 22 регионтан килсе ҫитнӗ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне туянас текенсене валли куравра ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Енчен те халӑх йышлӑн ҫӳресен, курава тепӗр куна та тӑсма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри районсенче, шел те, юхӑнакан ферма нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фермӑсем кӗрлесе тӑнӑ, унта ӗҫ вӗренӗ. Халӗ мӗн юлнӑ вӗсенчен? Ишӗлчӗк кӑна. Тӳнсе каясла лараканскерсем ҫын пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ. Ара, ачасем унашкал вырӑнсенче выляма юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑнсӑртран йӑтӑнса анас пулсан? Кунашкал тӗслӗхсем Раҫҫейре пулнӑ. Паллах, ҫӗтӗк-ҫатӑк фермӑсем тавралӑха илемсӗрлетеҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене сӳтсе пӑрахни лайӑхрах. Анчах ҫакна кам тӑвӗ? Ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук. Ӗҫчен ҫын ӳркенмест тени тӗрӗсех. Юлхав ҫеҫ диван ҫинче выртас тесе тӗрлӗ сӑлтав шыраса тупать. Тепӗр тесен, юхӑнчӑк фермӑсемпе усӑ курма пулать. Вӗсене кӑшт ҫеҫ юсамалла. Тара параҫҫӗ — тархасшӑн, ан ӳркен ҫеҫ. Ҫак сӑмахсене ҫырна май ырӑ пӗр тӗслӗх аса килчӗ. Элӗк районӗнчи Ишпарайккӑ ялӗнчи юхӑннӑ фермӑна ҫӗнӗрен хута янӑ. Темиҫе ҫул тӑлӑххӑн ларнӑскере пӗр ҫын тара илнӗ – йӗркеллех ӗҫлет. Ҫав ҫын — Дагестанран килнӗскер. Арӑмӗ Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. Унта вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. 7 ӗне сӑваҫҫӗ. Ҫак арҫын пӗр уйӑх — Чӑваш Енре, теприне Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. |
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗршывӑн общество палати ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене вӗсен хуҫисенчен туртса илес йӗркене ҫӗнетме май паракан саккун проектне пӑхса тухмалла. Усӑ курман ҫӗре тивӗҫлипе пилӗк ҫул усӑ курмасан (ун ҫинче хыт хура кашласан, хунав шӑтса тухсан, акса-лартса тумасан, сухаласа тӑмасан) туртса илме юранӑ пулсан, ӳлӗмрен ку вӑхӑта чакарса виҫӗ ҫул кӑна хӑварма пултараҫҫӗ. Ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли вӑхӑта чакарсан ҫынсем ҫак пуянлӑхпа тивӗҫлипе усӑ курасса, ӑна уссӑр вырттармасса шанать ҫӗршыв шайӗнчи тӳре-шара. Пушӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмесӗр темччен вырттаракан ҫӗрсене хуҫисенчен туртса илес вӑхӑта чакарма маларах ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та сӗннӗ, ку ыйтӑва пӑхса тухмалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта кӑҫал та «Ҫӗрулми — 2016» курав иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 3–4-мӗшӗсенче, пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, курава тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата производство предприятийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприяти «Контур» суту-илӳ комплексӗнче иртӗ. Куравра ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ, унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен ҫынсене ӑна килех леҫсе парӗҫ. Унта ачасен ӳкерчӗкӗсемпе тата алӗҫӗсемпе курав йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт программи пуян пулӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗ тӗлне «Ҫӗрулми — 2016» курава 18 регионти 58 организаци хутшӑнма заявка панӑ. Беларуҫран та килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 108 процентпа танлашнӑ. Ку динамикӑна сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ Михаил Игнатьев. ЧР Элтеперӗ ял ӗҫченӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Унта пухӑннисене наградӑсемпе чысланӑ. Ку кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнипе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа Правительство ҫурчӗн залӗнче ӗне сӑвакансене чысланӑ. 9 ҫын Элтепер аллинчен награда илнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку профессире арҫын сахал ӗҫлет. 7 ҫын ЧР Элтеперӗн тав хутне тивӗҫнӗ. Патӑрьел районӗнӗнчи Людмила Киргизова тата Етӗрне районӗнчи Зоя Филиппова «ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» ята илнӗ. «Ленинская искра» хуҫалӑхра тӑрӑшакан Зоя Филиппова ӗҫ кунӗ 4-ра пуҫланнине, 740 пуҫ ӗнерен 300-шне сунине палӑртнӑ. Юлашкинчен пурте Михаил Игнатьевпа сӑн ӳкерӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар енӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Тавӑҫҫӑ судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприяти Курск тӑрӑхӗнчи «Каневской комбинат хлебопродуктов – инвест» текен тулли мар яваплӑ обществӑпа — тулӑ туянасси пирки килӗшӳ тунӑ. Пурлӑх комитечӗ шутланӑ тӑрӑх, хапрӑк тырра пасарти вӑтам хакран 25 процент ытларахпа туянма килӗшнӗ. Тата вӑл тырӑ киличченех укҫана куҫарса янӑ имӗш. Кун валли хапрӑк 30 млн кредит та илнӗ. Тавӑҫ тӑратнӑ вӑхӑта нимле тырӑ та килмен. Апла пулсан хапрӑк укҫана айккинелле ӑсатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫитес эрнере, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухӗҫ. Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар крайӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Суту-илӳ, хут тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Андрей Иванов журналист республика тавӑҫӗсен тӗп сӑлтавне хапрӑка панкрута кӑларассинчен ҫӑлма хӑтланнипе сӑлтавлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Мӗн катӑн, ҫав шӑтать теҫҫӗ. Япӑх вӑрлӑхран ыррине илеймессине ял ҫынни аван ӑнланать. Ҫакна тӗпе хурса паян ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне, акӑ, хуҫалӑхсенче ҫуртисен вӑрлӑхӗ 48,5 пин тонна пулнӑ. Ку вӑл кирлинчен 1 процент нумайрах. 48,5 пин тоннӑран 60 проценчӗ — кондицие ларнӑ вӑрлӑх. Улатӑр районӗнче ун пекки 86 процент, Ҫӗмӗрле районӗнче — 83 процент. Муркаш районӗнче кондициллӗ вӑрлӑх хальлӗхе 28 процент кӑна-ха. Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче 108 звено ӗҫлет. Ку енӗпе Патӑрьелпе Комсомольски районӗсем уйрӑмах хастар — вӗсенче кашнинче ҫирӗме яхӑн бригада ҫине тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |